Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Полина - Кайӑк вӗҫсе кайрӗ

Кайӑк вӗҫсе кайрӗ. Чипер!

{кулать}

Упраймарӑн, сисмерӗн, тытаймарӑн
ҫакӑн пек пуласса эсӗ кӗтмерӗн
Вӗҫсе кайрӗ таҫта-ҫке вӑл пӗлӗте
Инҫете, инҫетре

Кур, кур
Эп чупса пыратӑп
Кирлӗ мар туятӑп
ҫиле хирӗҫ эп чупатӑп
Кур, кур
Кайӑк вӗҫсе кайрӗ
ӑна упраймарӗ
Хӗвеле хирӗҫ пыратӑп

Шухӑшларӑн, эс туйрӑн хӑв йӑнӑшна
ҫак кайӑка пит хӑвӑрт ҫухатасса
Каялла вӗҫсе килмӗ вӑл - ан та кӗт
Ахалех, ахалех

Кур, кур
Эп чупса пыратӑп
Кирлӗ мар туятӑп
ҫиле хирӗҫ эп чупатӑп
Кур, кур
Кайӑк вӗҫсе кайрӗ
ӑна упраймарӗ
Хӗвеле хирӗҫ пыратӑп

Кайӑк вӗҫсе кайрӗ. Чипер!

{кулать}

Нихӑҫан та юлас марччӗ пурнӑҫран
Йӑнӑшна тунӑ хыҫҫӑн ҫеҫ ӑнлансан
сӑмах кайӑк мар - килмӗ каялла
ӑнсӑртран, ӑнсӑртран

Кур, кур
Эп чупса пыратӑп
Кирлӗ мар туятӑп
ҫиле хирӗҫ эп чупатӑп
Кур, кур
Кайӑк вӗҫсе кайрӗ
ӑна упраймарӗ
Хӗвеле хирӗҫ пыратӑп...

Хаклани

Reflejo (2/5):
Музыка енчен те, лирика енчен те Аппельсин каччисемпе Полина чӑваш артисчӗсенчен чи тухӑҫлӑ ӗҫлекеннисем пулин те, нихӑшӗ те (ни музыки, ни лирики) халиччен такӑр, ӑнланмалла пулнипе палӑрмарӗ. "Кайӑк вӗҫсе кайрӗ" хайлава вара вырӑсла куҫарсан кӑна ӑнланма пулать. Юрра ҫыракан чӑваш чӗлхипе кӗрешнӗн туйӑнать, ҫапӑҫура ҫӗнтереймӗн-тӗр - сӑмахсем пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпӑҫмаҫҫӗ, автор мӗн шутланине ӑнланса пӗтме - хӗн!
Тӗслӗхрен:
Эп чупса пыратӑп "Я бегу"
Кирлӗ мар туятӑп "Чувствую себя ненужной"
ҫиле хирӗҫ эп чупатӑп "Бегу я против ветра"
Юрӑ ҫемми те, шухӑшӗ те вырӑсларан чӑвашлана аран-аран куҫса ҫитнӗ пек. Полинӑн хитре, савӑнӑҫлӑ сасси валли чаплӑрах юрӑ нивушлӗ ҫыраймаҫҫӗ-ши?


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

reflejo тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-14 19:43:27 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2930 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем